Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Истори ҫул-йӗрӗпе... (В. Никифоров)

Ватӑ асаттесем каланӑ тӑрӑх, Элӗк районне кӗрекен Анатри Юлӑш ялне Елуш ятлӑ тӗне кӗмен чӑваш никӗсленӗ. Мӗнле майпа, ӑҫтан тата хӑҫан килсе тухнӑ-ха вӑл ҫак вырӑна? Ҫӗр ӗҫне пикеннӗ ял ҫынни пӗчӗк кӑна сӑлтавшӑн хӑй аллипе туса лартнӑ кил-ҫуртне тата куллен ӗҫлесе тухӑҫ илнӗ ҫӗр лаптӑкнв пӑрахса хӑварман пулӗччӗ. Ӑҫтан шыраса тупнӑ-ши тата ял ятне?
Ӑсчахсем ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ку таврари чӑвашсен тӗп ялӗсем ХIII-ХV ӗмӗрсенче никӗсленнӗ. Апла Анатри Юлӑш ялӗ те ҫав ҫулсенчех никӗсленме пултарнӑ.
Ӗлӗк-авал Атӑлпа Кама шывӗсен тӑрӑхӗнче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ вырнаҫнӑ. Асӑннӑ патшалӑхра Елӑш-паттӑр пурӑннӑ. Вӑл ҫӗр ӗҫне ытларах юратнӑ. Ашшӗ килӗнчен уйрӑлса тухсан Хырлӑх сӑмсахӗ сӑртӑн айлӑмӗнче, таса та вӑйлӑ тапакан ҫӑл куҫ ҫывӑхӗнче хӑйӗн ҫемйипе пурӑнма тытӑннӑ. Унӑн тус-тантӑшӗсем те хӑйсен ҫемйисемпе кунта пурӑнма куҫса килнӗ. Ҫак вырӑнта ял пулса кайнӑ. Ӑна Елӑш ят панӑ. Кунӗн-ҫӗрӗн тапса тӑракан ҫӑл куҫ ял варрине пулса юлнӑ, унӑн тӑрӑ та сивӗ шывӗ Меша шывне юхса аннӑ. Асӑннӑ ялта чӑвашсем пурӑннӑ. Вӗсем уй-хирте тыр-пул ӳстернӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, вӑрмана сунара ҫӳренӗ, Меша шывӗнче пулӑ тытнӑ, алӑ ӗҫӗсене ӑсталанӑ, ватӑ аслашшӗсен тӗн ӗне-нӗвне тытса пынӑ. Пурнӑҫ ял ҫыннисен ӑнса пынӑ. Каярах кунта Елӑш вулӑсӗ те йӗркеленнӗ. Анчах ку чылай каярах пулнӑ...
1236 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫине тутар-монголсен ҫарӗ ҫитсе кӗнӗ. Хӗру ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Елӑш-паттӑр та хӑйӗн ялӗнчи тус-тантӑшӗсен ушкӑнӗпе патшан ополчени ҫарӗн ретӗнче тӑшмана хирӗҫ хастар ҫапӑҫнӑ. Анчах вӑйсем пӗр пек пулман. Елӑш-паттӑр та, унӑн тус-тантӑшӗсем те ҫапӑҫу хирӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. Тутар-монголсен ҫарӗ патша ҫарӗсене ҫапса аркатнӑ, вара хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ҫынсен ялӗсене вут
тӗртсе ҫунтарма, ялти ҫынсене ватти-вӗттипех пӗр шеллемесӗр вӗлерме пуҫланӑ. Ялсенче пурӑнакансем кил-ҫурчӗсене пӑрахса Атӑл шывӗн сылтӑм ҫыранӗнчи чӑтлӑх вӑрмансене васканӑ.
Атӑл урлӑ каҫсан Елӑш ялӗн пӗр ушкӑнӗ Отнер ҫырми хӗрриичи вӑрманта пӗр уҫланкӑ тупнӑ. Кунтах пурӑнмалли ҫуртсем туса лартнӑ. Пӗчӗк ял пулса тӑнӑ. Ялне Елӑш ятнех панӑ. Ик ҫӗр ҫула яхӑн вӗсем пурӑннӑ вырӑна тутар-монгол таврашӗ пырса курман. Куҫса килнӗ чӑвашсем вырӑнта пурӑнакан черемис /ҫармӑс/ халӑхӗпе паллашнӑ, вӗсен хушшинче туслӑх пуҫланнӑ, пӗр-пӗрин килӗшекен енӗсене йышӑннӑ. Часах туйсем тума тытӑннӑ. Елӑш ялӗнче пурӑнакансем Атӑл тӑрӑхӗнчи вӑрманта тискер кайӑк, пулӑ тытнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑрмана тасатса тыр-пул ӳстерме ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрленӗ, малтанхи пекех выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ. Пурӑна-киле Елӑш ялӗ тавра ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ялсем ӳссе ларнӑ.
Кӗҫех тутарсен ҫар ҫыннисем Атӑл тӑрӑх хӑпарса Елӑш ялне килсе тухнӑ. Вӗсене Карапаш ятлӑ ҫар пуҫлӑхӗ ертсе пынӑ. Вӑл ял халӑхне Хусан ханӗн правительстви хушнипе ясак /парӑм/ пухма килни ҫинчен пӗлтернӗ. Таврари ялсенчи тыр-пула, выльӑх-чӗрлӗхе Атӑл тӑрӑх Хусана ӑсатма тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫар ҫыннисем чӑвашсен хушшинче ислам тӗнне тата тутарсен йӑли-йӗркине сарасшӑн тӑрӑшнӑ. Елӑш ялне Карапаш ят панӑ, ял ҫыннисен килӗсенче тутар ҫар ҫыннисем хуҫаланнӑ. Вӗсем кунти тата юнашар ялсенчи каччӑсене - хан ҫарӗн ҫыннисем пулма, хӗрсене чуралӑха Хусаналла ӑсатнӑ. Аптранӑ енне ял ҫыннисем кунтан аяккарах ҫӗнӗ ҫуртсем лартма тытӑннӑ. Вара икӗ ял пулса тӑнӑ: ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ яла Елӑш ятнех панӑ, тутар ҫар ҫыннисем пурӑннӑ кил-ҫуртсене халӑхра Кив Ҫурт ялӗ тенӗ. Официаллӑ йӗркепе иккӗшӗ те Карапаш, каярахпа Елӑш ялӗ шутланнӑ. Чӑвашсене христиан тӗнне йышӑнтарнӑ вӑхӑтра кунти Елӑш ялӗ Шупашкар уесӗнчи Тӑрӑн вулӑсне кӗрекен Кӗчкей /Малые Тимерчи/ ялӗнчи Пукрав чиркӗвӗн прихутӗнче тӑнӑ. Каярахпа официаллӑ хутсем ҫинче ку ялсене Верхние Карабаши /Кив
Сюрт/ тата Нижиие Карабаши /Елышево/ тесе ҫырнӑ. Икӗ ялӗ те хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрет.
Анатри Карапаш ялӗнче пурӑнакан ватӑсем каланӑ тӑрӑх, тутар пусмӑрӗпе тата вӗсен йӑли-йӗркипе килӗшмен чӑвашсем Хусан ханлӑхне кӗрекен Карапаш /Кив Ҫурт/ ялӗнчи килӗсене пӑрахса хӑварнӑ та пӗчӗкшер ушкӑнпа Чӑваш ҫӗрӗнчи татах та шаларахри вӑрмансене ҫул тытнӑ. Вӗсен йышӗнче халапра палӑрнӑ Елуш ҫемйи те пулма пултарнӑ. Ҫак ҫемье /ҫемьере ӳссе ҫитнӗ виҫӗ ывӑл пулнӑ/ Енӗш шывӗ тӑрӑх кайса Ҫавал шывӗ ҫине тухнӑ. Унтан, Аслӑ Ҫавал тӑрӑх пынӑ май, Сурӑм шывӗ патне ҫитнӗ, ун тӑрӑх малалла кайнӑ. Сурӑм шывӗ хӗрринчи пӗр айлӑмра /ку Хыҫалкас ҫырми тӗлӗнче пулма пултарнӑ/ вӗсем апатланма ларнӑ. Елуш ҫемйи апатланнӑ вӑхӑтра вӗсен кӗсри тиха парнеленӗ. Ҫавна пула Елуш ҫак таврашрах вырнаҫма шухӑш тытнӑ. Вара сӑртра вырнаҫнӑ ҫырма хӗрринче ҫӗр чакаласа хӗл каҫмалӑх ҫӗр пӳрт туса лартнӑ. Ҫырми ӑшӑх пулнӑран-ши, ӑна Такана ҫырми тесе ят панӑ. Ку ӗҫ хӑҫан пулнӑ-ши? Паллах, ун ҫинчен ҫул ҫурекенсем те йӗр хӑварман, ӑсчахсем, тӗпчевҫӗсем ҫырнисем те тӗл пулмаҫҫӗ. Анчах та ҫакна палӑртма пулать: маларах Ылтӑн Уртана ертсе пынӑ тата Крым ханлӑхне йӗркелесе янӑ Улук Мухаммет хан 1438 ҫулта Хусан ханлӑхне йӗркелеме тытӑннӑ. Паллах, хӑватлӑ ҫар вӑйӗсене тытса усрама апат-ҫимӗҫ те, тумтир те нумай кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Улук Мухаммет пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах, ҫав ҫулах, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене Хусан ханлӑхӗн территорийӗнчи ялсене ясак пухма кӑларса янӑ. Улук Мухамметӑн ҫывӑх ҫыннисенчен пӗри пулнӑ та ӗнтӗ Карапаш /чӑвашла каласан - Хура Пуҫ/.
Елуш вырнаҫнӑ вырӑнта ял пулса кайнӑ. Ялне вара, ватӑ аслашшӗсем пекех, Елӑш ятне панӑ. Ҫапла майпа Меша шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Елӑш ялӗн ячӗ Аслӑ Ҫавала юхса кӗрекен Сурӑм шывӗ хӗррине ҫитме пултарнӑ.

В. Никифоров
«Хыпар», 2007, нарӑс, 6, 24680 №.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-24 00:03:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8124 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем